Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш патшалӑх университечӗ

Тӑван халӑха букварь парнеленӗ И.Я.Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне халалласа пирӗн республикӑра ҫулленех чӑваш культурипе, чӗлхипе, сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем чылай пулса иртеҫҫӗ. Акӑ кӑҫал та акан 15-мӗшӗнче В.Маяковский библиотекин Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче ҫак ятпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем хушшинче хӗрӳ ӑмӑрту иртрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем (Лилия Тестова, Августина Степанова, Наталия Блинова, Светлана Садовникова, Валентина Елимова, Андрей Шадриков, Марина Кумячева, Клавдия Захарова, Регина Тимофеева) хӑйсен пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартрӗҫ. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн пурнӑҫ тапхӑрӗсене пӗлес енӗпе те, сочинени-эссе ҫырассипе те, ташӑ-кӗвӗре те пирӗн факультет маттурӗсем ытларах балл пухрӗҫ. Ҫапла «Янра, чӑваш чӗлхи!» конкурсра пӗтӗмпе 106 балл пухса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ вӗсем. Библиотека ертӳҫи Т.Н.Уразаева ҫӗнтерӳҫӗсене диплом парса чысларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Акан 14-мӗшӗнче ЧПУ-н чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем И.Я.Яковлев ячӗлле Элӗкри пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта иртнӗ «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗсенче вӗрентесси» ятлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференци ӗҫне хутшӑнчӗҫ. Конференцине В.К. Волков шкул директорӗ уҫрӗ. Районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхатлӑх пурнӑҫласа пыракан И.П. Ильина салам сӑмахӗ тухса каларӗ. Элӗк районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен учительсем умӗнче Г.А. Ермакова профессор «Чӑваш чӗлхипе литератури урӑ халӑх философийӗн тарӑнӑшне ҫитни» темӑпа, О.И. Печников доцент «Урок тӗллевӗсене палӑртассин уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа, Г.Н. Семенова профессор «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче сывлӑха упрамалли технологисемпе усӑ курасси» темӑпа, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель «Литература вӗрентмелли теорин хӑш-пӗр енӗсем тата шкул вулавӗ» темӑпа, В.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Семинар-канашлура
Семинар-канашлура

Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем А.Л. Филиппов доцент, А.С. Егорова декан ҫумӗ, В.А. Иванов профессор, В.А. Милютин доцент Куславкка районӗнчи Ельчӗк ял тӑрӑхӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе семинар-канашлу ирттерчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем шкулта тухса тӑракан ачасен «Ешӗл хунав» литература журналӗн ӗҫне те хак пачӗҫ, сӑвӑ-калав ҫыракан ачасене хавхалантарса хӑварчӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Ӑслӑлӑх конференцийӗнче
Ӑслӑлӑх конференцийӗнче

Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 44-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫулсеренех иртекен уява кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳренпе — 65 ҫул тата Чӑваш Автономи Республикине тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти студентсемшӗн те, аспирантсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать те наукӑпа кӑсӑкланасси, малаллахи пурнӑҫа унпа ҫыхӑнтарасси. Никам та тӳрех преподаватель-профессор пулса тӑмасть. Ку шухӑша факультет деканӗ В.Г. Родионов та палӑртрӗ. Кафедра пуҫлӑхӗсем пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.

23 секци ӗҫлерӗ, 300 ытла доклад. Вӗсен пахалӑхӗ ҫулсерен ӳссех, хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ туптансах пырать. 2-4 докладпа калаҫма ӗлкӗрекенсен йышӗ те чылай. Кашниех хӑй пултарулӑхӗпе ӑс ҫивӗчлӗхне кӑтартрӗ.

Хӑнасем те йышлӑн килнӗ кӑҫал: Мари, Тутар, Удмурт университечӗсен тата Шупашкарпа Канашри педагогика колледжӗсен студенчӗсем, Г.

Малалла...

 

Мускавра
Мускавра

Чӑваш патшалӑх университечӗн В.Г. Родионов профессор ертсе пыракан чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри «Альма матерта» пулса иртекен мероприятисенче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене шӗкӗлчес ӗҫре те хастар. Ку кафедра ӗҫченӗсем Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав хулисенчи тӗрлӗ вузсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин патне ӑслӑлӑх конференцийӗсене тӑтӑш кайсах ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче Ӗпхӳ хулинче Пӗтӗм тӗнчери пушкӑртсен III курултайне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал-Алтай: ӗмӗрсем урлӑ — пуласлӑха» ятлӑ IV наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Г.А. Ермакова профессор «Г.Н. Айги как выразитель духовных ценностей чувашского этноса», И.Ю. Кириллова доцент «Проблемы историзма в чувашской драматургии» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференцире Урал-Алтай тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен историне, чӗлхине, сӑмахлӑхне, йӑли-йӗркине тӗпчекен докладсем ытларах пулчӗҫ.

Ҫавӑн пекех акан 2-мӗшӗнче Мускаври педагогика патшалӑх университетӗнче (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри IV наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑмлӑ майпа вӗренекен V курс студенчӗсем патшалӑх экзаменӗ тытрӗҫ. Анчахрах шкулта практикӑра пулнӑскерсен ӑсталӑхӗ туптанни куҫ кӗретех сисӗнчӗ. Ыйтусем ҫине хуравланӑ чухне вӗсем хӑйсене вӗрентекен пек тытма, уҫӑмлӑ калаҫма хӑнӑхни палӑрчӗ. Экзамена пур студент та ӑнӑҫлӑ пачӗ. 11-05 ушкӑнра вӗренекенсенчен вунпӗрӗшӗ «5» паллӑ, тӑххӑрӑшӗ «4» паллӑ илчӗҫ. 12-05 ушкӑнра вара вуникӗ «5»,

вунтӑваттӑ «4». Студентсене патшалӑх экзамен комиссийӗн председателӗ, факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор саламларӗ, диплом ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӗпчеме-ҫырма вӑй-хӑват сунчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

ЧР Культура министерствинче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ ҫыравӑн логотипне хатӗрлессипе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Жюри пурӗ 50 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсен авторӗсен пысӑк пайӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайнпа компьютер технологийӗсен факультечӗн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрӑмӗн студенчӗсем. Конкурса ҫавӑн пекех преподавательсем те хутшӑннӑ.

Жюри ҫирӗплетнӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкӑнӗнче вӗренекен Иван Никифоров йышӑннӑ, иккӗмӗшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виҫҫӗмӗшне — тӗп хулара пурӑнакан Владислав Ильин.

Иван Никифоров хатӗрленӗ логотиппа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе ҫыхӑннӑ пичет тата сувенир хатӗрӗсем кӑларнӑ чухне усӑ курма сӗннӗ. Вӗсене Чӑваш Енри районсене ҫеҫ мар, йӑхташсем пурӑнакан пур региона, чикӗ леш енне те ӑсатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=864964
 

Чӑваш тата танлаштаруллӑ<br />литература пӗлӗвӗ кафедрин<br />преподавателеӗсем
Чӑваш тата танлаштаруллӑ
литература пӗлӗвӗ кафедрин
преподавателеӗсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9:00 сехетре Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1-мӗш корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире иртет.

Ҫак кунах пултарулӑх конкурсӗ иртет. Театр ӗҫӗпе специализациленес текенсем, эстрада тата халӑх юрри, хореографи ӑсталӑхне алла илес текенсем пултарулӑх конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Абитуриентсен пултарулӑх конкурсӗнче сӑвӑ е юптару каламалла, юрӑ юрласа памалла, ташласа кӑтратмалла, пӗр-пӗр ситуацине выляса кӑтартма пӗлмелле (этюд) — хӑвӑрӑн пултарулӑха пур енлӗн кӑтартмалла.

Пулас абитуриентсем хӑйсен музыка инструменчӗсемпе, диск-кассетӑсемпе, костюмсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ҫурхи уявӗ иртет!

 

Пуҫламӑшӗ — 18 сехет ҫурӑра!

Билет хакӗ — 60 тенкӗ

 

Билечӗсене ҫак номерпе ыйтса илме пулать – 89053413505. Лилия Геральдовна

 

Пурне те хапӑл туса йыхравлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫирӗп вӑй-хал» тата сывлӑх» спартакиада малалла тӑсӑлнӑ май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем 2 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. А.Н. Лукина ассистент хӑйӗнпе пӗр ҫитӗнӳри ҫынсемпе ӑмӑртса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ. Арҫынсем 3-5 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. Пирӗн команда ячӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ В.А. Иванов профессор 3-мӗш вырӑна тухрӗ. Васильева Ф.И. аслӑ преподаватель те 3-мӗш выран йышӑннӑ.

Факультет ӗҫченӗсене малти вырӑнсене тивӗҫ пулнӑ ятпа саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть